Главная » 2018 » Апрель » 13
    Дата: 13.04.18

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Йĕпреçри 2-мĕш вăтам шкулта Йĕпреç тата Патăрьел районĕсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен пĕрлехи семинарĕ иртрĕ.
Ядрицова А.А. «Яковлев халалĕпе пурăнасчĕ» мастер-класс ирттерчĕ. Пултаруллă вĕрентекен хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ, çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.  8-10-мĕш класра вĕренекенсенчен йĕркеленĕ волонтёрсен ушкăнĕ уява ирттерме вăй хунă.  Вĕсем тăван чĕлхепе сăвăсем вуларĕç, юрă-ташă шăрантарчĕç.
Мастер-класс хыççăн пĕрлехи семинар иртрĕ. Чи малтан Ефимов А.В шкул директорĕпе районти вĕрентÿ пайĕн  методисчĕ Игнатьева А.А. сăмах илчĕç, Клементьева Л.Н., ассоциаци ертÿçи, районти вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Патăрьел районĕнчи вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсемпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район методисчĕ Перепелкина Е.С. тата ассоциаци ертÿçи Кулакова С.П. каласа пачĕç. Семинар тухăçлă иртрĕ.

... Читать дальше »

Учредитель
Муниципальное образование "Ибресинский район Чувашской Республики"
429700, Чувашская Республика, п. Ибреси, ул. Маресьева, д. 49

8-800-2000-122 Телефон доверия для детей, подростков и их родителей
(8352) 56-51-70 Уполномоченный по правам ребенка в Чувашской Республики
Опрос
Как вы проводите время в период угрозы коронавирусной инфекции
Всего ответов: 6