12:55
Манăçми ятсен çухалмě чапě

Чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсене пĕлес, вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тата тивĕçлипе мăнаçланас, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă регионсен шайĕнчи «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина ирттерчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен 8–11-мĕш класĕсенче, професси вĕренĕвĕн учрежденийĕсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хутшǎнакансем хǎйсен пĕлĕвне, тавракурǎмне викторинǎн кǎткǎс ыйтǎвĕсене хуравласа тĕрĕслерĕç. Ятарлǎ жюри ачасен ĕçĕсене тимлĕ тĕрĕслесе тивĕçлĕ хак пачĕ. Пирěн шкулта вĕренекен Анастасия Асонова çĕнтерÿçĕ ята çěнсе илме пултарчĕ. Çапла майпа вăл тарăн пĕлÿпе тавракурăмне çирěплетсе пачĕ. Маттур Настя! Чун чěререн саламлатпăр!

Категория: Успехи учащихся | Просмотров: 126 | Добавил: ibrschool2