Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ − 2019» акци иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. 2019 çулта Йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текстпа суйласа иртрĕ. Акцие Йěпреçри 2№ шкулта вěренекенсем те хутшăнма кăмăл турěç. Вěсем диктанта шкулта çырчěç.